Чӑваш наци вулавӑшӗ вулакансемпе черетлӗ хутчен онлайн-мелпе курнӑҫӗ. Иртнинче вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавне ҫавӑн пек меслетпе ирттернӗччӗ. Паян 13 сехетре вулавӑш «Ютуб» каналта литература тӗпелӗ йӗркелӗ. Хальхин теми — «Сергей Павлов хайлавӗсенчи илемлӗх тӗнчи». Мероприятие чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов тата унӑн пултарулӑхне тӗпчекен филологи наукисен кандидачӗ Николай Осипов хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫыравҫӑн юбилейне халалланӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче 1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Сергей Павлова пултаруллӑ прозаик, журналист, тӗрлӗ преми лауреачӗ пек пӗлеҫҫӗ тесе палӑртать Чӑваш наци вулавӑшӗ. Калавӗсемпе повеҫӗсене Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче республикӑри «Тӑван Атӑл», «Хатӗр пул», «Ялав» журналсенче. 90-мӗш ҫулсенче унӑн кӗнекисем кун ҫути курма пуҫланӑ. Паян унӑн «Сиплӗ ҫумӑр», «Сӗлкӗш», «Тан таппи», «Авӑр», «Тӗтре», «Юрату тумхахӗсем», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Тӑм ӳкнӗ ир» ӗҫӗсене пӗлмен ҫын та сахал пулӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, – хӗрӳллӗ поэт-трибун Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗ кун. Ҫамрӑкскерӗн кун-ҫулӗ Украинӑри Старогородка салинче татӑлнӑ. Пулас поэт, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ ӑста 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ пуҫарнипе поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫеҫпӗл.Мишшине асра тытнине палӑртса ҫыравҫӑсемпе поэтсем, общество тата культура ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси пайӗн специалисчӗ Сергей Дмитриев та хутшӑннӑ.
Тухса калаҫакансем поэтӑн йывӑр шӑпи пирки калаҫнӑ, чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ.
Чӗмпӗртен унти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев та килсе ҫитнӗ. Тимӗр Тяпкин чӑваш хастарӗпе иккӗшӗ поэта асӑнса чечек хунӑ.
Чӑваш Енри уйсенче сӑтӑрҫӑ сарӑлнине пӗлтереҫҫӗ. Куҫа курӑнман хурт-кӑпшанкӑ – нематод – ҫӗрулмине тапӑннӑ. Ӑна пула глободероз чирӗ пуҫланас хӑрушлӑх пур.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хурт-кӑпшанкӑ 359 ялти 6364 ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчи ҫӗрулмине тапӑннӑ. Пӗтӗмпе – 1360,3 гектар.
Нематод ҫӗрулмине тапӑнсан вӑл ӳсме пӑрахать, ҫулҫи тӗссӗрленет, пӗтӗрӗнет те майӗпен шанать.
Вӑл уйрӑмах 9 районта сарӑлнӑ: Комсомольски, Вӑрнар, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел, Муркаш, Канаш, Етӗрне тӑрӑхӗсенче.
Канаш районӗнче пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна суд тӑвӗҫ. Ӑна ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. 17-ри каччӑ тата 48 ҫулти арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине урама илсе тухнӑ та кӗлеткинчен 25 хутран кая мар тапнӑ, ҫапнӑ.
Аслӑраххи тӑнне ҫухатнӑ. Каччӑ ӑна йывӑҫсем ӳсекен вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ та типӗ курӑкпа, туратпа витнӗ. Хӑй киле кайса ҫывӑрма выртнӑ. Лешӗ вара йывӑр сурансене пула ҫавӑнта вилнӗ.
17-ри каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ. Судччен ӑна хупӑ усрӗҫ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Гаврилов ҫинчен фильм ӳкернӗ. Паттӑр авиатора, генерал-лейтенанта халалланӑ ӗҫе ӳкерессипе Андрей Абросимов режиссер, монтажер, Эдуард Сибарсов видеооператор, Дмитрий Гвоздев сасӑ режиссерӗ, Виктория Баженова продюсер ӗҫленӗ.
«Люди-легенды. Николай Федорович Гаврилов» фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫе «Чӑвашкино» саккасӗпе хатӗрленӗ.
Фильма Николай Гавриловӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче, вӑл вӗреннӗ Сызраньти авиаци училищинче, Мари Элпа Мускавра ӳкернӗ. Архиври документсемпе, кадрсемпе, тӗп сӑнарӗн аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.
Николай Гаврилов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче 9 ҫулти арҫын ачана шыранӑ. Вӑл асламӑшӗпе (е кукамӑшӗпе) ҫӑва ҫине кайнӑ. Лешӗ вилтӑприне майланӑ вӑхӑтра арҫын ача вӑрман еннелле утнӑ та утнӑ.
Ачча ялӗ ҫӑви ҫинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки Канаш районӗнчи ШӖМе пӗлтернӗ. Полицейскисем вырӑна пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Районти пай пуҫлӑхӗ Александр Шакшин та пӗрле пулнӑ.
Персей ятлӑ нимӗҫ овчарки ача йӗрне ҫӑва ҫинчи сак патӗнче тупнӑ та ӑна малалла йӗрленӗ. Михаил Андриянов кинолог ун хыҫҫӑн пынӑ.
Арҫын ача 1 ҫухрӑм ҫурӑ кайма ӗлкӗрнӗ. 9-ти ача шывлӑ вырӑна лекнӗ, пилӗкӗ таран шурлӑхра тӑнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи шкула авариллисен йышне кӗртнӗ. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
Шкула 1914 ҫулта хута янӑ, ӑна халӗ юсаса ҫӗнетме ҫук ӗнтӗ. Стенасем, никӗс, тӑрри вӑйлах кивелнӗ. Ҫавна май Карачурара ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ.
Ҫак кивӗ шкулта 77 ача ӑс пухать. Ҫӗнӗ шкул ҫӗкленӗ вӑхӑтра ачасене кӳршӗ ялсенчи шкулсене автобуспа илсе ҫӳрӗҫ.
17 ҫул каялла Карачурара ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ-ха, анчах никӗс ярсан ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кивӗ проектпа ҫӗннине тума халӗ май килмӗ. Тӗслӗх вырӑнне Канаш районӗнчи шкула илӗҫ. Пӗлӳ ҫуртне тума 200 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 6 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ярӗҫ. Ҫавна май электронла аукционсем иртӗҫ.
Кашни объектӑн малтанхи хакӗ – 4,02 миллион тенкӗ. ФАПсене аукциона ҫӗнтернӗ организацисен 90 кунра туса пӗтермелле. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫӗнӗ ФАПсем Канаш районӗнчи Асхва, Аслӑ Мами, Вӑрман Енӗш ялӗсенче, Пӑрачкав районӗнчи Ивановкӑра, Етӗрне районӗнчи Сантикассинче, Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Арланкассинче пулӗҫ.
Сӑмах май, республикӑра ку таранччен, ҫичӗ ҫулта, 206 ФАП тунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех - 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче – 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) – 120, Шупашкар районӗнче – 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 97, Ҫӗмӗрле районӗнче – 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче – 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта – Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн – Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ парк кӗҫех уҫӑлӗ. Унта йӑлтах хӗтӗр ӗнтӗ.
Ҫӗнтерӳ паркӗнче юлашки вак-тӗве ӗҫсем ҫеҫ пыраҫҫӗ. Унта Аставӑм Стени» тата палӑк пулӗҫ. Вӗсене ылтӑн тӗспе тунӑ. Палӑка вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене халалласа лартнӑ. Ун ҫумӗнчех – «Астӑвӑм Стени». Ун ҫине Канаш районӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайнӑ ҫынсен ячӗсене ҫырнӑ. Районтан 12 971 ҫын фонта кайнӑ, вӗсенчен 5625-шӗ таврӑнман.
Вӑрҫа кайнӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллӑ «Комбат», «Рейстаг ҫинчи Ҫӗнтерӳ ялавӗ» ӳкерчӗксем тунӑ. Унтах 1945 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ парад сӑнӳкерчӗкӗ те пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |